22 декабря 2015 г.
Элĕк район администрацийĕ «Районти 2015 çулхи чи лайăх предприниматель» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурс комиссийĕ тăратнă ĕçсене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсене палăртнă. «2015 çулхи чи лайăх тавар туса илекен» номинацире С.П. Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕнтернĕ, çавна май район администрацийĕн дипломне тивĕçнĕ.
С. Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕ 2006 çулта Ямаш ялĕнче йĕркеленнĕ. Ăнăçлă аталанса пырса хресчен-фермер хуçалăхĕ тăтăшах Раççейри тата халăхсем хушшинчи куравсене хутшăнать. 2007 çулта «Раççей çĕр улмийĕ - 2007» куравра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ - 570 гектар. Пултаруллă предприниматель усă курман çĕрсене çулленех пусă çаврăнăшне кĕртет. Хресчен-фермер хуçалăхĕ районти пур мероприятисене те хутшăнать. Уявсене ирттерме спонсорла пулăшу парать. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем иртнĕ суйлавра Сергей Петровича районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйларĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета