07 июля 2015 г.
Нумай функциллĕ центрăн тĕп тĕллевĕ граждансене патшалăх пулăшăвĕ парасси пулса тăрать. Сотрудниксем «пĕр чÿрече» режимпа кирлĕ документсем илсе юлаççĕ, консультаци параççĕ.
Нумай функциллĕ центрта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илме май пур, вăхăт та перекетленет, документсене те хăвăрт туса параççĕ. Районти НФЦ бази çинче 44 муниципалитет, 43 федераци, 71 республика пулăшăвĕпе усă курма пулать. Кăçалхи çур çулта кунта 2962 çын пулăшу ыйтма килнĕ. Халăха ытларах куçман пурлăха регистрацилесси, çĕр ыйтăвĕ канăç памасть.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета