Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтшĕн – тавар

02 марта 2013 г.

Шĕмшешри лавкка çĕнелсе илемленнĕ хыççăн тавар çаврăнăшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтернипе пĕрлех хушма хуçалăхра усă курмалли тавартан та татăк тăратмаççĕ Мария Удиванова заведующипе Ольга Шатрова, Венера Трофимова сутуçăсем. Кунта халăхран сĕт пуçтарассине те лайăх йĕркеленĕ. Куллен халĕ 50 çын ытла Шĕмшеш, Улăх Шĕмшеш, Туçи, Прашкушкăнь ялĕсенче пурăнакансем райпона чĕр тавар параççĕ. Светлана Алдыкина, Зинаида Федорова, Елизавета Пугачева, Алевтина Чернова, Анатолий Удиванов кашни кун 40-шер литр сутаççĕ. Сĕте Петр Алексеевич Порфирьев турттарать. Чĕр таваршăн ял çыннине апат-çимĕçпе, какайпа, строительство материалĕсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика