Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта юратма вĕрентет

16 февраля 2013 г.

Элĕкри Владимир Максимов шкула çÿренĕ вăхăтра спортпа çывăх туслашнă. Халĕ те вăл çан-çурăма куллен тенĕ пек пиçĕхтерет, райцентрти «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче çамрăксене бокс вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Ринга тухса çапăçма хăнăхтарать, тĕрлĕ ăмăртăва хатĕрлет. В.Максимов пĕлтĕрхи кĕркуннеренпе пуçласа Вăрнар районĕнчи Кăмпали ялне те çÿреме пуçланă.

– Кÿршĕллĕ района эрнере виçĕ кун кайса килетĕп, – тет вăл.

Владимир Иванович Кăмпалире çĕнĕрен уçăлнă «Атăлçи профсоюз боксĕ» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче тĕрлĕ çулсенчи ачасемпе ĕçлеме килĕшнĕ. Секцие çÿреме çырăннисем йышлă пулнăран тата республикăри профсоюз ертÿçи ыйтнăран хирĕçлеме пултарайман.

– Ялĕ пĕчĕкех мар. Кăмпалире вырнаçнă клуб темиçе çул каялла çунса кайнă. Пушар хыççăн пушă стенасем çеç юлнă. Виç-тăватă çул каялла ку ялта çуралса ÿснĕ Виталий Краснов клуб пулнă вырăнта физкультурăпа спорт комплексĕ тума тĕллев тытнă. Сăмаха çилпе вĕçтермен, хăйĕн укçа-тенкипе строительство материалĕсем турттарса килме пуçланă. Строительсем те тупăннă. Вĕсем тăрăшнипе çуртăн стенисем çĕкленнĕ. Тăрă витсен шалти ĕçсем çине куçнă, – пĕлтерет В.Максимов.

Боксерсен профсоюз ертÿçи В.Краснов тимленипе тренажерпа бокс залĕсем йĕркеленĕ. Теннис сĕтелĕ, тренажерсем туяннă. Виталий Краснова тăванĕсем, юлташĕсем нумай пулăшнă. Пĕлтĕр кĕркунне вара Кăмпалире физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнă. Çавăнтанпа Элĕкри Владимир Максимов Вăрнар районне кашни эрнере кайса çÿрет. Секцие çÿрекен çирĕм пиллĕк ачапа ĕçлет. Тренировка вăхăчĕ икĕ сехет майлă. Тренерăн хавхаланăвĕ иксĕлми, мĕншĕн тесен тĕрлĕ çулсенчисем мĕн хушнине пĕтĕм вăй-халпа пурнăçлаççĕ. Ринга тухсан маттурсене сăмахпа хавхалантарать.

– Пултаратăр эсир, ан ÿркенĕр çеç, – тесе калать. Бокспа туслашнă ачасем ăна итлеççĕ, ăнлантарнине асра тытса юлма тăрăшаççĕ. Киле каçа юлса таврăнма та хирĕç мар иккен вĕсем. В.Максимов ачасене хирĕçлеме пултараймасть, тренировка вăхăчĕ иртсе кайсан та тÿрех уйрăлмасть, калаçу ирттерет. Тренер пултаруллисене асăрханă та ĕнтĕ. Виçĕ ачана çĕнĕ çула кĕрес умĕн Лапсарта иртнĕ боксерсен турнирне илсе кайнă. Унччен нихăçан та ăмăртăва хутшăнман Михаил Сергеев хăйĕн виçинче пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.

Ачасене кура аслăрах çулсенчисем те физкультурăпа спорт комплексне пыма пуçланă. Яшсем тренажерсемпе «туслашнă». Хĕрарăмсем те килте ларасшăн мар, фитнеспа аппаланасшăн. Анчах тренер çукки пысăк чăрмав пулса тăнă.

– Çынсен спорт енне туртăм пурри чăннипех те савăнтарать. Элĕкре акă бокс секцине çÿрекенсем пĕр тенкĕ те тÿлемеççĕ, апла пулин те хăш пĕр ачасем тренировкăна тухма пăрахаççĕ. Вăрнар районĕнчи Кăмпалире секци вара тÿлевлĕ, ашшĕ-амăшĕн ачишĕн уйăхра виççĕр тенкĕ пама тивет. Çавах та хăйсен тĕпренчĕкĕсене боксран уйăрасшăн мар, мĕншĕн тесен спортăн ырă енĕсем нумаййине лайăх ăнланаççĕ, – каласа парать Владимир Иванович.

Вăл палăртнă тăрăх, Кăмпалине çывăхри ялсенчен те çÿреççĕ. Элĕк районĕнчен пыракансем те пур.

В.Максимов Элĕкри «Хĕлхемре» те, Вăрнар районĕнчи Кăмпалире вырнаçнă сывлăх комплексĕнче те ачасемпе чунне парса ĕçлет. Вĕсене спорта юратма тата сывлăхлă пурнăçпа пурăнма вĕрентет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика