Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăран кĕнеке тусĕсем татăлмаççĕ

16 июня 2015 г.

Константин Васильевич Иванова асра тытас тата обществăна литературăпа çывăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе 2015 çула     К. В. Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Чăваш Енре паллă тăвакан   К. В. Иванов çулталăкĕ Раççейри Литература çулталăкĕпе пĕр килет. Улттăмĕш уйăх ĕнтĕ Литература çулталăкĕнче пурăнатпăр. Çак вăхăтра мĕн тума ĕлкĕртĕмĕр-ха;

Çулталăк пуçламăшĕнчех К. В. Иванова халалласа «Константин Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» тата «2015 çул - Литература çулталăкĕ» кĕнеке куравĕсем йĕркелерĕмĕр. Унта çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе туллин паллашма пулать. Январĕн 29-мĕшĕнче вара библиотекăра Чăваш Енре К. В. Иванов çулталăкĕ, Раççейре Литература çулталăкĕ пулнине шута илсе пысăк мероприяти ирттертĕмĕр. «Путене» ача-пăча фольклор ушкăнĕ тата культура ĕçченĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Константин Иванов пултарулăхĕ пĕтĕмпех чăваш халăхĕпе çыхăннă, вăл тăван литературăна пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Çыравçă чăваш халăхĕн нушине курса тăнă, унăн йывăр пурнăçне тĕрлĕ хайлавсенче çутатса панă. Çавăнпа та пулĕ эпир вĕсене юратса вулатпăр.

Библиотекăра уйăхсеренех тĕрлĕ мероприяти иртет. Кĕнеке тусĕсемпе январь уйăхĕн- че «Чехов кĕнекисене вулатпăр» литература каçĕ тата чăваш халăх çыравçине, драматурга, прозаика Петр Осипов çуралнăранпа 115 çул çитнине тĕпе хурса кĕнеке куравĕ йĕркелерĕмĕр. Ачасене тата аслисене кĕнекесемпе ытларах туслаштарма электронлă презентацисем хатĕрлесси те йăлана кĕчĕ. Çакă вулаканăн ăс-хакăлне пуянлатма, тавракурăм ÿстерме май парать. Кăçал Борис Пастернак çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Шкул ачисем унăн хайлавĕсемпе презентацире туллин паллашрĕç.

Ангелина Павловская çырнă «Вĕрене шывĕ те пылак» кĕнекене пурте кăмăлласа вулаççĕ. Асăннă кĕнеке «Литературăллă Чăваш Ен: 2013 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурсра хутшăнать. Аслă çулхисем тата шкул ачисем ăна юратса вуланине палăртма кăмăллă.

Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ. Çуркунне 2014 çулта чи нумай кĕнеке вулакансене хавхалантартăмăр. Шĕмшеш шкулĕнче вĕренекен Юна Алексеевăпа Карина Николаева «Вулакан шкул ачи» номинацире çĕнтерчĕç. «Вулакан студент» номинацире Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илекен Алена Шашкарова палăрчĕ. «Вулакан çемье» номинацире вара Николаевсен çемйи мала тухрĕ. Библиотекăра чи нумай кĕнеке вулакан Карина Семенова республикăри конкурсра та çĕнтерчĕ, Хисеп хутне тата парнене тивĕçрĕ.

Нумаях пулмасть республикăра чăвашсем К. В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине тата вырăссем «Пушкин кунне» анлă паллă турĕç. Мероприятисене хамăр библиотекăра та ирттертĕмĕр. Çу кунĕсене пăхмасăр ачасем вĕсене хастар хутшăнчĕç. Сăмахран, «Пушкин кунĕнче» арçын ачасем викторинăра маттур пулчĕç, сăвăсем пăхмасăр вуларĕç.

Шанса тăратăп: Чăваш Енре 2015 çулта     К. В. Иванов çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисем республикăра пурăнакансен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ÿстерме, çĕршывăмăрăн историне упраса хăварма, Чăваш Республикин ятне-сумне çĕклеме пулăшĕç.

Альбина Семенова,

библиотека заведующийĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика