26 июня 2015 г.
Ял хуçалăх отраслĕнче пĕр ĕç тепринчен юлмасть. Çурхи тĕш тырă культурисене акса пĕтерсенех хуçалăхсем ешĕл курăк çулма пуçларĕç. Çапла татах хĕрÿ тапхăр - «симĕс ĕççи». Июнĕн 24-мĕшĕ тĕлне илсен, районта нумай çул ÿсекен курăксене 1550 гектар çулнă. «Новый путь», «Авангард» хуçалăхсенче ешĕл курăкран сенаж хатĕрлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхшĕн сĕтеклĕ те тутлăхлă апата вăхăтра çулса илме уй-хире косилкăсем кăларнă. Кушăхтарнă симĕс массăна фермăсене турттараççĕ. Кунта сенажа технологие пăхăнса хываççĕ. Районта çак тутлăхлă апата 5130 тонна хатĕрлеме палăртнă пулсан ку таранччен 2600 тонна янтăланă та ĕнтĕ.
Çемçе курăка утăлăх çулас ĕç те пуçланнă. Курăк хытсан усси сахал, сĕтеклĕхĕ пĕтет. Çакна тĕпе хурса тимлеççĕ те ĕçченсем. Ку таранччен типĕ утă 544 тонна хатĕрленĕ. Ăна планпа килĕшÿллĕн 2560 тонна янтăлама палăртнă.
Элĕк Енре ял хуçалăх культурисене пăхса ÿстерессипе те ĕçсем анлă сарăлчĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен уйĕсенчи çум курăксене пĕтерес, лаптăксене чир-чĕртен сыхлас тĕллевпе имçамлассине йĕркеленĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 7810 гектар çинче пурнăçланă. Ку енĕпе «Новый путь», «Правда», «Авангард» хуçалăхсем, Ю. Никифоров хресчен-фермер хуçалăхĕ ăнăçлăрах ĕçлеççĕ.
Çĕр улми уйĕсем çине те - пысăк тимлĕх. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» речĕсен хушшине кăпкалатаççĕ, пулăх тăварĕпе те апатлантараççĕ. Çак ĕç С. Волков, В. Узянов, Г. Исаеев, В. Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕсенче уйрăмах кал-кал пырать. Хуçалăхсенче купăста калчине чир-чĕрпе хурткăпшанкăран сыхлассине те япăх мар йĕркеленĕ.
Надежда ПРОХОРОВА,
РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн тĕп агрономĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета