30 июня 2015 г.
Çамрăклăх - çын пурнăçĕнчи чи асамлă самантсенчен пĕри. Хĕрсемпе каччăсене аталанма çул уçса парассипе пирĕн республикăра нумай ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсене патшалăх та тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.
Июнĕн 27-мĕшĕнче Раççейре Çамрăксен кунне уявларĕç. Çамрăксен кунĕ - çамрăклăх, иксĕлми вăй-хăват, çутă ĕмĕтсемпе хавхалану уявĕ. Ăна пирĕн районта июнĕн 26-мĕшĕнче паллă турĕç. Савăнăçлă мероприяти вара район администрацийĕнче «çавра сĕтелрен» пуçланчĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хутшăнчĕ, çамрăксем ăна хăйсене хумхантаракан ыйтусем пачĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уява савăнăçлă лару-тăрура уçрĕ, çамрăксене малалла аталанма ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. «Çамрăксем яланах хастарлăхпа, тавçăрулăхпа палăраççĕ. Пирĕн район тата республика аталанăвĕ вĕсем мĕнле воспитани илнинчен те килет. Пуçарулăхпа палăракан хĕрсемпе каччăсенче - район тата республика пуласлăхĕ», - терĕ Александр Николаевич.
Культурăпа искусствăра, ăслăлăхра, çамрăксен политикинче, сывлăха сыхлас ĕçре, ял хуçалăхĕнче, физкультурăпа спортра пысăк çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене çулсеренех район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине параççĕ. Кăçал та ăна чи пултаруллисем тивĕçрĕç.
Вера МОРОЗОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета