21 апреля 2015 г.
Парез чирĕ ĕне пăруланă хыççăн малтанхи виçĕ кун хушшинче пуçланать. Ытларах 5-8 çулхи ĕнесем чирлеççĕ. Чир ĕнене сума пăрахтарни вăраха кайсан, ытлашши белоклă апатпа тăрантарсан, уçăлтарса çÿретмесен, витере варкăш çил вĕрсен ытларах тĕл пулать. Хăш-пĕр кил хуçисем ĕнесем пĕтĕ чухнехи юлашки тапхăрĕнче вĕсене люцернăпа çеç тăрантараççĕ. Унта кальци нумай тата фосфор çав тери сахал. Çавăнпа та ĕнесене улăм та памалла, мĕншĕн тесен ĕне хырăмĕнчи микрофлорăна аталантарма клетчатка та кирлĕ.
Чирĕн паллисем: выльăх апат начар çиет, вăл кавлеме пăрахать, каялла çаврăна-çаврăна пăхать, кайри урисене улăштара-улăштара пусать. Унтан ĕне халсăрланса çитет, пуçне пĕр еннелле пăрса выртать. Ĕнен сисĕмлĕх çухалать, укол тунине те туймасть. Вăл çăварне кăшт çеç уçать, хăш чухне чĕлхе кăларать. Ĕне сĕт сахал парать е пачах та антармасть. Ÿт-пÿ температури 35-36 градуса çити чакать. Выльăха вăхăтра пулăшу памасан вăл вилме те пултарать.
Ветеринари специалисчĕсем ĕне çиллине уçласа сывлăш кĕртеççĕ, венăран медикаментсем яраççĕ. Пулăшу панă хыççăн ĕне 30-40 минутран е хăш-пĕр чухне 2-3 сехетрен тăрать.
Çакна манмалла мар. Ĕнесене паха утă çитермелле. Витен типĕ пулмалла, тата унта çил вĕрмелле мар. Ĕнесене кăнтăрла уçăлтарса çÿретмелле. Пăрулас умĕн юлашки эрнинче тата пăруланă хыççăн пирвайхи кунсенче ĕнесене концентрант памаççĕ.
Светлана ЯКОВЛЕВА,
ветеринари врачĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета