24 апреля 2015 г.
Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 9 пин ветеран диспансеризаци витĕр тухнă. Майăн 9-мĕшĕччен çак ĕçе вĕçлеме палăртнă. Тыл ĕçченĕсен тата вăрçăра вилнисен çемйисен сывлăхĕсене тĕрĕслеттересси 2015 çул вĕçĕччен пырĕ. Ветерансен хисепĕ ÿснĕрен, вĕсем ют çын пулăшăвĕпе усă курнăран тухтăрсемпе лаборантсен мобильлĕ бригадисем килĕсене пырсах сывлăха тĕрĕслеççĕ. Кашни медицина организацийĕнче вăрçă ветеранĕсене диспансеризаци тăратма план йĕркеленĕ.
Пирĕн районта та çак ĕç хĕрÿ пырать. Паянхи кун тĕлне районта тыл ĕçченĕсен, вăрçă ветеранĕсен, тăлăх арăмсен сывлăхне вырăнти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тухтăрĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Мобильлĕ бригадăсем ялсене çÿреççĕ. Чирлисене вырăнтах пулăшу параççĕ тата сывлăха çирĕплетме стационара е амбулаторие илсе килеççĕ.
Хальлĕхе диспансеризаци тухнисен шутĕнче вăрçа хутшăннисем 21çын, 11 вăрçă инваличĕ, 84 тăлăх арăм, 139 тыл ĕçченĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета