Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă урок иртрĕ

03 марта 2015 г.

Çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче темиçе чĕлхе те пĕлмелле. Иртнĕ эрнере районти шкулсенчи акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем Элĕк шкулĕнче уçă уроксен фестивальне ирттерчĕç. Тÿресен пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн çакă палăрчĕ: «Чĕреме ачасене парнелетĕп» номинацире Шĕмшеш шкулĕнчи Людмила Маркова, «Пултарулăхпа хавхалану» номинацире Юнтапари Валентина Серафимова, «Пĕлÿ тĕнчине çул хывар» номинацире Питĕшкассинчи Лариса Михайлова акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем çĕнтерчĕç.

Педагогсем кашни хăйĕн темипе уçă урок ирттерчĕç. Л. Маркова «Спортăн экстремаллă тĕсĕсем» темăпа ертсе пынă урокра ачасем чылай çĕнĕ сăмах вĕренчĕç.     В. Серафимова «Эпир çемьере телейлĕ» урокра аслисемпе çамрăксен хушшинчи çыхăнăва çутатса пачĕç. Л. Михайловăн урокĕ «Çветтуй Валентинсен кунĕ» ятпа иртрĕ. Уçă уроксем пурне те килĕшрĕç. Элĕк шкулĕнчи вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ пысăк пулни палăрчĕ.

                                   Наталья ТОЛМАЧЕВА,

методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика