27 февраля 2015 г.
Паянхи Раççейшĕн пăшăрхантаракан социаллă ыйтусенчен чи çивĕччи вăл - наркомани. Ăс-тăна арпаштаракан япаласемпе усă курни этем сывлăхĕшĕн çеç мар, пĕтĕм çĕр-шывшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Уйрăмах унпа çамрăксем ашкăнни пысăк шиклĕх çуратать. Тĕрлĕ тĕпчев палăртнă тăрăх, наркомани чирĕпе аптракансен 60 ытла проценчĕ 15-25 çулхисем.
Право хуралĕн органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулта çамрăксем хушшинче ăс-тăна минретекен спайсемпе усă куракансен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çав тыткăна вара каллех хĕрсемпе каччăсем ытларах лекнĕ. Усал наркăмăша пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă.
Наркотиксемпе саккунсăр усă курассине чакармалли майсенчен пĕри вăл - ачасемпе çамрăксем хушшинче профилактика ĕçне вăйлатни.
Вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем наркотикла япаласемпе тата ăс-тăна минретекен хутăшсемпе усă курнине малтанхи тапхăртах тупса палăртасси çине РФ Правительство ша- йĕнчех пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çак тĕллевпех хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем те кĕртнĕ. 2011 çулта РФ вĕренÿпе ăслăлăх министерствинче «Вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс-тăна минретекен япаласемпе усă курасран ирттермелли профилактика концепцийĕ» хатĕрленĕ. Вĕренекенсем хушшинче тăтăшах диагностика тестне йĕркелесе медицина тĕрĕслевĕ ирттерсе вĕсем ăс-тăна минретекен япаласемпе усă курнине палăртма май парать.
Çавăн пекех шкул ачисемпе, ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсемпе тест ирттерни вĕренÿ тата медицина тытăмĕнче ĕçлекенсене профилакатика ĕçне пĕрле йĕркелеме пулăшать. Кунсăр пуçне кун йышши тестсем вĕренÿ учрежденийĕсенче наркотикпа туслашнисем çинчен пуçламăш информаци пуçтарасси çине витĕм кÿ-реççĕ. Çав вăхăтрах ăс-тăна минретекен хутăшсене тутаннăшăн явап тыттарма пултарас шухăш та çамрăксене кун йышши утăм тăвасран асăрхаттарать. Çакă вара хĕрсемпе каччăсем хушшинче гепатит, ВИЧ-инфекци, венери чирĕсем сарăлассинчен, хăйсем çине алă хурасси, ачасемпе çамрăксене преступлени тума явăçтарассинчен сыхлать.
Вĕренÿ учрежденийĕсенче социаллă психологилле тестсем ирттерсе вĕренекенсен йышĕнче наркотикла япаласемпе усă курнă ачасене тупма палăртаççĕ. Çавăн пекех инкеке лекнĕ ачасене специалистсем патĕнче тивĕçлĕ пулăшу илме майсем пулни çинчен каласа ăнлантараççĕ.
Кун йышши тестсене Элĕк районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче те ирттерме пуçланă. Нарăс-пуш уйăхĕсенче кашни шкултах иртĕç вĕсем. Ку ĕçе 15 çулхи ачасене явăçтарассине палăртса шкулсенче ятарлă хушусем кăларнă. Пирĕн районтан тест ыйтăвĕсем çине 361 ача хуравлĕ. Чи малтанах, паллах, социаллă психологилле тестсем ирттерессине ашшĕ-амăшне те пĕлтернĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн тест ирттернĕ чухне вĕренекен хăйĕн ятне те, хушаматне те палăртмасть, анонимлă майпа иртет вăл. Çавăн пекех унăн кăтартăвĕ- сем те вăрттăнлăхра юлаççĕ. Çавăнпа та шкул ачисен нимрен те шикленмелле мар. Тест ирттернĕ чухне çак ĕçе обществăлла сăнавçă пулса ашшĕ-амăшĕ те хутшăнма пултарать.
Татьяна ЕГОРОВА,
районти вĕренÿ пайĕн социаллă педагогĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета