03 марта 2015 г.
Кашни гражданинах квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ илме пултарнине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Конституцийĕсенче çирĕплетнĕ. Çавăн пекех РФ Тĕп саккунĕнче юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма май пуррине те палăртнă. Асăннă саккун Чăваш Енре мĕнле пурнăçа кĕрсе пырать; Çакăн çинчен калаçрăмăр та Чăваш Республикин юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕпе И. А. СЕМЕНОВĂПА. - Ирина Анатольевна, граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе çыхăннă саккуна хăçан тата мĕн тĕллевпе йышăннине палăртсамăр.
- Пысăк опытлă юрист пулăшăвĕ паян чылайăшĕшĕн хака ларать. Çавăнпа та республикăра пурăнакан хăш-пĕр çын укçа-тенкĕ çитменренех квалификациллĕ юридици пулăшăвĕсĕр юлать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев республикăра пурăнакансен интересĕсемпе прависене хÿтĕлесси, патшалăх органĕсен граждансен ырлăхĕшĕн тăрăшмалли хăйĕн ĕçĕнчи тĕп задачăсенчен пĕри пулнине палăртать.
2011 çулта вăл çакна каланăччĕ: «Халăх ырлăхĕ - чи аслă саккун. Влаç органĕсен пĕтĕм ĕçĕ пĕр тĕллеве пăхăнмалла, должноçри çынсен, влаç органĕн мĕн пур тытăмĕнчи ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - çыншăн тăрăшасси пулнине самантлăха та манма юрамасть».
2011 çул вĕçĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен федераци шайĕнче саккун йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн хушăвĕпе 2012 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Енре социаллă хÿтлĕхсĕр граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе саккун хатĕрленĕ. Сăмах май каласан, ку ĕçе Раççей чи малтан пурнăçланă.
- Асăннă патшалăх çăмăллăхĕпе камсем усă курма пултараççĕ;
- Раççей Федерацийĕн шайĕнче тÿлев-сĕр юридици пулăшăвĕпĕ 27 категорири граждан усă курма пултарать пулсан, Чă-ваш Республикинче вара ку çăмăллăхпа 33 категорири граждана тивĕçтереççĕ. Вĕсен шутне - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, 1-мĕшпе 2-мĕш ушкăн инваличĕсем, пĕчĕк тупăшлă граждансем, тĕрлĕ çĕршывсенче «вĕри точкăсене» хутшăннисем, инвалид ачасем, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем, нумай ачаллă çемьесем кĕреççĕ. Чăваш Республикинче ку çăмăллăхпа 200 пине яхăн çын усă курма пултарать.
- Асăннă çăмăллăхпа усă курса гражданинăн патшалăх органĕсенче консультаци илме май пур-и.
- Паллах. Çÿлерех палăртнă саккунпа килĕшÿллĕн социаллă хÿтлĕхсĕр граждансем кирек хăш министерствăра е патшалăх органĕсенче те юридици консультацийĕ илме пултараççĕ. 2014 çулта патшалăх органĕсем 17 пин çынна тÿлев- сĕр юридици пулăшăвĕ панă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те кун йышши пулăшу пама ирĕк пур. Çакна палăртмалла, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе Чăваш Ен чи лайăххисен йышĕнче.
- Паянхи куна тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе республикăра миçе çын усă курнă;
- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курса республикăра пурăнакансен юридици консультацийĕ илессипе, кирлĕ пулсан тавăç ыйтăвне хатĕрлессипе е гражданинăн интересĕсене хÿтĕлесе судра адвокат пулăшăвĕпе усă курма май пур. Çакна палăртмалла, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илекенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Патшалăхăн кун йышши пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пур граждансен куншăн адвокатсене тÿ- лемелле маррине тепĕр хут палăртатăп. Çак тĕллевпе çулсеренех республика бюджетĕнчен вĕсене валли укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2014 çулта 2 миллион тенкĕ тăкакланă. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе пĕлтĕр 1000-е яхăн çын усă курнă.
- Элĕк районĕнче ку ĕçе мĕнле йĕркеленĕ;
- Элĕк районĕнче те социаллă хÿт- лĕхсĕр граждансене кун йышши патшалăх пулăшăвĕ парассине япăх мар йĕркеленĕ. Муниципаллă пĕрлешÿ территорийĕнче пурăнакансене ку ыйтупа Сергей Николаевич Илларионов адвокат кулленех йышăнать. Вĕсене юридици консультацийĕ панипе пĕрлех граждансен прависене судра та хÿтĕлет.
Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета