Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çимĕçсĕр юлмăпăр «Таканари шыв пек»

21 января 2015 г.

Апат-çимĕç таварĕсем виçесĕр хакланса каясран Чăваш Ен правительстви лару-тăрăва асăрхасах тăрать, ăна тишкерсе мерăсем йышăнать. Çапах хаксем пăхăнасшăн мар. Акă пахчаçимĕç, çĕрулми килограмĕ 30 тенкĕрен те иртсе кайнă. Мĕнрен килет çакă? Элĕк районĕнчи Сергей Волков фермер патне çитрĕмĕр.

Çанталăк ăшăтса янипе çĕрулми, ку¬пăста хранилищисен алăкĕсем яриех уçă. Вĕсем самаях пушанма ĕлкĕрнĕ.

- Çĕрулми 3 пин тонна яхăн тухрĕ, пахчаçимĕç - 910 тонна. Вĕсене кĕркуннеренпех сутатпăр. Апрель тĕлне нимĕн те юлмĕ, - терĕ фермер.

Купăстана тасатса михĕсене тултарнă. Ăна Мускава ăсатаççĕ иккен.

- Ĕнер кăна-ха купăстана 22 тенкĕпе сутрăмăр. Паян вара 23 тенкĕ сĕнеççĕ. Хăйсемех хаклатса туянаççĕ. Иртнĕ çул ку вăхăтра 9-10 тенкĕрен иртмен, - пĕлтерчĕ Сергей Петрович.

- Мĕн сăлтавпа купăста хаклансах пырать-ши? Вăл республикăра çителĕклех темелле, - тĕлĕннине пытармарăмăр эпир.

- Çителĕклĕ тесе калаймăн. Кĕркунне çанталăк сасартăк сивĕтсе янипе нумайăшĕ пахчаçимĕçе вăхăтра пуçтарса илеймерĕ. Пирĕн те уйра 400 тонна яхăн выртса юлчĕ. Çăвĕпе çитĕнтернĕ кишĕре те кăларса ĕлкĕреймерĕмĕр - çĕр шăнса ларчĕ. Хăш-пĕр фермер тата пысăкрах тăкак курнă. Сутлăхра пахчаçимĕç çите¬лĕксĕрри сисĕнме пуçларĕ ĕнтĕ. Тăкак та ÿссех пырать. Пахчаçимĕç пуçтарса кĕртме ют¬ çĕршывран техника туянасшăн, анчах валюта хăпарса кайни кĕсьене пушатать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайĕсем, минерал удобренийĕ хаклансах пыраççĕ. Çитменнине кредичĕ те каялла туртать. Кредитăн процент ставкине патшалăх саплаштарсан та, унăн 10 проценчĕ хамăр çине тиенет. Продукцине сутнă чухне ăна та шута илсе хака хывмалла. Аталанма та самай тăкакланмалла. Шел, паян хаксем таканари шыв пек вылянса тăраççĕ. Çапах халăха уйрăмах кирлĕ тавара ытлашши хăпартса яман. Çĕрулмин курттăм хакĕ - 18-20 тенкĕ.

Хранилищĕсене фермер хуçалăх шучĕпех тунă. «Клиент пулăшрĕ», - терĕ ытарлăн. Иртнĕ çул лаптăка шăварса тăнипе лайăх тухăç пулчĕ. Çĕрулми гектартан - 285, пахчаçимĕç 910 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Фермер çитес çул каллех хранилище тума, техника туянма палăртать. Патшалăх тăкаксене саплаштарма пулăшасса шанать.

- Иртнĕ çул республикăра 25 пин тонна пахчаçимĕç вырнаçмалăх хранилище тунă. Тăкакăн 30 процентне бюджетран саплаштарнă. Кăçал та пулăшма палăртнă. Хранилище туса пĕтерсенех хуçалăхсен документсене министерствăна тăратмалла, - ăнлантарчĕ республи¬кă¬ри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе пĕрле çула тухнă ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Порфирьев каланă тăрăх - ку тăрăхра пĕлтĕр çĕрулми - 1 пин, пахчаçимĕç - 200 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Шел, 15 гектар купăста юр айнех юлнă, çанталăк шăнтса янипе пуçтарса ĕлкĕреймен ăна. Çапах фермер хуçалă¬хĕсенче сутлăх 2 пин тонна пур. Апла çимĕçсĕр юлмăпăр.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика