Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи портал пулăшу кÿрет

24 сентября 2014 г.

Чăваш Енĕн информаци политикин министерстви республикăри нумай функциллĕ центрсен сотрудникĕсемпе видеоконференци мелĕпе вĕрентÿ семинарĕ ирттернĕ. Аса илтеретпĕр, кăçалхи июнĕн 10-мĕшĕнчен патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕ ансат тытăмпа ĕçлеме пуçларĕ. Халĕ хамăр кабинета порталта телефон е электрон почти урлă тума пулать. Анчах та çакă хăш-пĕр пулăшусемпе çеç усă курма май парать. Хушма патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ илме хамăр кабинетра информаци тăратмалла: хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, çуралнă кун, паспорт даннăйĕсене, СНИЛС. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче электронлă майпа çак портала кĕмелли код пулсан çеç пулăшу илме май пур. Çакна Раççей Почтинче çыру урлă та, «Ростелеком» центра кайсан та тума май пур. Çавăн пекех универсаллă электронлă карттăпа та (картридер пулăшăвĕпе) усă курма пулать. Часах портала кĕмелли кода республикăри кирек хăш нумай функциллĕ центрта та илме май пулĕ. Халĕ Чăваш Енре асăннă сервисăн тестированийĕ иртет.

Çакă паллă, Чăваш Республикинче халăхăн 6,54 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ. Вĕсем электронлă майпа федераци патшалăх пулăшăвне çеç мар, тепĕр 69 регионти тата муниципалитетри пулăшусемпе усă курма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, портал урлă мăшăрланма, ача укçи илме заявлени çыраççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парассин ыйтăвне пĕрре мар пăхса тухнă. Кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче 2013 çулхи правительство ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ чухне «пĕр чÿрече» тĕллевĕпе нумай функциллĕ центрсенче ĕçлени халăха пысăк пулăшу панине палăртнă Михаил Игнатьев.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика