20 сентября 2014 г.
Уйăхсерен иртекен Сывлăх тата спорт кунĕнче Элĕксем хăйсен канăвне ача-пăчапа çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн залĕсенче ирттереççĕ. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче спорт шкулĕ яланхи пекех кăмăл тăвакансене пурне те аэробика, кĕрешÿ, тренажер, сĕтел çи вăййисен залĕсене йыхравлать. Сывлăх тата спорт кунĕн тĕллевĕ - район çыннисене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси, физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси, спорт инфраструктурин аталанăвĕпе паллаштарасси. Çак кун пур зал та тÿлевсĕр ĕçлет.
В.СЕРГЕЕВ,
«Хĕлхем» спорт комплексĕн директорĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета