25 июня 2014 г.
Çуллахи кунсенче çулсем çинче мопедсем (вĕсен йышне скутерсене, мокиксене, çакăнса тăракан двигательлĕ велосипедсене кĕртеççĕ) час-часах курăнма пуçларĕç.
Ытларах çамрăксем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Çул-йĕр правилисене пĕлмен, транспорт хатĕрĕпе çÿрес енĕпе опыт пухайман, ÿсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайман «водитель-хуйхăсем» тăтăшах аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкереççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ кĕçĕн ачине скутер туянса пани ăна вилĕм аллине панипе танах. Инкек хăйсен ывăлĕ-хĕрне пырса çапассăн туйăнмасть вĕсене. Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен 95 проценчĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе вĕçленет. Çавăнпа ашшĕ-амăшне питĕ асăрхануллă пулма ыйтас килет.
Г. КАЗЫКИН.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета