25 июня 2014 г.
Кăçал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен 142 хĕрпе каччă вĕренсе тухрĕ. Пĕлÿ çурчĕсенче савăнăçлă ăсату каçĕсем иртрĕç. Пурнăç çулĕ çине тухакансене аттестатсем пачĕç, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем ăшă сăмахсем каласа малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунчĕç.
Пĕтĕмĕшле аттестаци кăтартăвĕсемпе 5 çамрăк шкула ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе пĕтернĕ. «Ылтăна» Элĕк, Тавăт, Шĕмшеш шкулĕсенчи Ирина Запасова, Александр Скворцов тата Дмитрий Никитин тивĕçнĕ. Элĕк шкулĕнчи Сергей Ивановпа Мăн Ямаш шкулĕнчи Анна Матвеева - «кĕмĕл» хуçисем.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета