02 июля 2014 г.
Кĕрхи, хĕллехи тата çуркуннехи уроксем иртсе кайрĕç те питĕ хаваслă кунсем пуçланчĕç. Шкул ачисенчен чылайăшĕ сиплев лагерĕсенче канса сывлăха çирĕплетме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Халĕ иккĕмĕш смена пырать. Паянхи кун хула тулашĕнчи лагерьсенче 17 ача канать. Вĕсенчен 7-шне райадминистрацин вĕренÿ пайĕ путевкăсемпе тивĕçтернĕ, пурте «Родничок», «Белые камни», «Солнышко» лагерьсенче канаççĕ. Тепĕр 10-шĕ районти социаллă пулăшу центрĕн путевкисене илнĕ те «Родничок», «Соснячек», «Утес», «Алый парус» кану лагерĕсене çул тытнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета