05 июля 2014 г.
«Пĕр чÿрече» меслечĕ граждансене вăл е ку ыйтупа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ пама яланах хатĕр. Кăçал районти нумай енлĕ центра 778 çын ыйтупа пынă: вĕсенчен 591-шĕ пулăшу, 187-шĕ сĕнÿ-канаш ыйтса.
Центра пынисенчен 335-шĕ федераци, 72-шĕ республика, 184-шĕ муниципалитет пулăшăвне ыйтнă.
Хальхи вăхăтра нумай енлĕ центр 34 пулăшупа тивĕçтерет. Центр уполномоченнăйĕ федерацин тата республикăн ĕç тăвакан органĕсемпе граждансене 59 тĕслĕ пулăшу пама 9 килĕшÿ тунă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета