17 мая 2014 г.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Кăтарту аван: 8169 гектар. Ку вăл планпа пăхнин 100,1 проценчĕ.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çĕр улми лартас ĕç те анлă сарăлнă. Планпа 924 гектар лартмалла. Ĕнерхи кун тĕлне ку ĕçе 600 гектар ытла пурнăçланă.
Районти хуçалăхсенче çум курăка пĕтерме гербицит сапаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета