23 апреля 2014 г.
Ака уйăхĕнче пассажирсене турттаракан обществăлла транспорта тĕрĕслес тĕллевпе «Автобус» операци пулчĕ. Çанталăк кунран кун ăшăтса пынă май велосипедсемпе ярăнакансен йышĕ уйрăмах ÿсет. Çавăнпа та «Ачасем» акци тапхăрĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсемпе тĕл пултăмăр, çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларăмăр. Ака уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче «Ÿсĕр водитель» рейд иртрĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара пысăк габаритлă, йывăр виçеллĕ, хăрушсăрлăх кăларса тăратма пултаракан грузсене турттаракан автотранспортсене тĕрĕслетпĕр, çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине шута илетпĕр.
Г.КАЗЫКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета