Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк çунтарнă

23 апреля 2014 г.

  Иртнĕ виçĕ уйăхра Элĕк район территорийĕнче уйрăм çынсен кил хуçалăхĕнче виçĕ хутчен вут-çулăм алхасрĕ. Вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран инкекре икĕ çын пурнăçĕ татăлнă.

Иртнĕ канмалли кунсенче пушар хуралĕн сотрудникĕсен 5 хутчен çула тухма тиврĕ. Этмен çывăхĕнче такам пĕлтĕрхи вăрăм курăка вут тивретнĕ çулăм хăвăртах сарăлнă, 4-5 гектар лаптăк çинче çуннă. Çавăн пекех Уйкасра анкарти хыçĕнчи çырмара та типĕ курăка çунтарма шутланă. Вăй илнĕ çулăм çав тери пысăк лаптăк çинче сарăлса кайнă пирки пушар хуралĕн ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Ярушка ялне те çав сăлтавпах çула тухрăмăр. Ураскилтре вара пĕччен пурăнакан арçын килти çÿп-çапа çунтарма шутланă. Кил-хуçи асăрханусăр пулнăран çулăм лаç çине сиксе ÿкнĕ. Пушарта хуралтă сиенленнĕ.

Н.ГОРДЕЕВА, пушар надзор инспекцийĕн инспекторĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика