Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок - шĕмшешсенче

22 февраля 2014 г.

«Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче пирĕн çĕр-шывра Афганистанран Совет Çарĕн контингентне илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа мини-футболла выляссине йĕркелерĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина спортсменсене ăнăçу сунчĕ. Райпо канашĕн председателĕ Ю.Харитонов хăй те вăрçă тути-масине туйса курнă. Вăл паттăрсене нихăçан та манманнине, вĕсене яланах асра тытнине каларĕ. Афганистанра пулнисен тата инвалидсен союзĕн районти председателĕ В.Иванов райпо председателĕн Юрий Александровичăн кăкăрĕ çине юбилей медалĕ çакса ячĕ.

Акă кĕçех вăйă пуçланчĕ. Çичĕ команда мала тухассишĕн тупăшрĕ. Çĕмĕрле, Вăрнар, Муркаш, Комсомольски, Красноармейски районĕсен тата Элĕк райповĕпе «Спарта» (Шĕмшеш ял тăрăхĕ) командисем икĕ ушкăна пайланса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вăйăсем çивĕч иртрĕç. Райпо çамрăкĕсен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Финалта Комсомольски районĕн командипе Шĕмшеш ял тăрăхĕн футболисчĕсем тĕл пулчĕç. Вăйăра «Спарта» вăйлăрах пулни палăрчĕ. Шĕмшешсем куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç. Турнирти тĕрлĕ номинацисенче Эрик Вонифатьев (Элĕк райповĕ), Андрей Карцев (Шĕмшеш ял тăрăхĕ), Александр Пинаев (Комсомольски районĕ) палăрчĕç.

Мини-футбол вăййине йĕркелесе ирттерме райпо ертÿçи Ю.Харитонов нумай пулăшрĕ.

Сергей ЛАВРЕНТЬЕВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика