12 февраля 2014 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн курсантсен кафедри тата чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн ушкăнĕ Элĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта уроксенче пулчĕ. Хăйсен опычĕпе М.Леонтьева (Элĕк шкулĕ), Г.Иванова (Мăн Выл шкулĕ), А.Петрова (Чăваш Сурăм шкулĕ) тата Л.Андреева (Мăн Ямаш шкулĕ) паллаштарчĕç. Курсантсем вĕрентекенсен ĕçне пысăк хак пачĕç. Вĕсем шкулти пултарулăх ушкăнĕн чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ электронлă кĕнекисемпе паллашрĕç.
Кафедра сотрудникĕсем шкул ертÿçине тав сăмахĕ каларĕç. Çакна палăртмалла, кун йышши стажировкăсем Элĕк шкулĕнче иккĕмĕш хут иртеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета