15 февраля 2014 г.
Элĕк районĕнче пушарта икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Çак фактсем тĕлĕшпе следстви тĕрĕслевĕ ирттереççĕ.
Элеккенушкăнь ялĕнче пураласа тунă пĕр хутлă çуртра «хĕрлĕ автан» ташлама тытăнни пирки кÿршисем шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вут-çулăма сÿнтерсен инкек вырăнĕнче икĕ виле тупнă: пÿртĕн 76-ри хуçин тата çак хĕрарăма хуçалăхра пулăшнă 47-ри арçыннăн (вăл та ку ялтах пурăннă) кĕлеткисене. Çурт тĕппипех çунса кайнă. Синкер сăлтавне тĕпчеççĕ, версисенчен пĕри – пирус туртнă чухне вутпа асăрханусăр пулни.
Хальхи вăхăтра судпа медицина тата пушарпа техника экспертизисем ирттереççĕ.
А.ЕФИМОВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета