15 января 2014 г.
«Агропромышленноç комплексне аталантарасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти харпăр хуçалăхĕпе ĕçлесе пурăнакансем иртнĕ çул патшалăх тивĕçтерекен çăмăллатнă кредитсемпе туллин усă курнă.
Пĕлтĕр 606 хуçалăх хуçисене пĕтĕмпе 112004 пин тенкĕ чухлĕ кредит укçи панă. Вĕсенчен 448 хуçалăх Раççей Перекет банкĕнчен 81589 пин тенкĕ, Ял хуçалăх банкĕн Элĕкри уйрăмĕнчен 30340 пин тенкĕлĕх 153 кредит илнĕ. «Килĕшÿ» 75 пин тенкĕлĕх 2 кредит панă.
2012 çулта 619 харпăр хуçалăх 105 миллион та 653 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илме кăмăл тунă. Патшалăх пулăшăвĕпе Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансен 64,9 проценчĕ, Крымсарайка тăрăхĕнче – 48,6, Тени ял тăрăхĕнче 48,6 процент усă курнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета