Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем те, аслисем те шыва кĕнĕ

22 января 2014 г.

Сурхури эрнинче Шĕмшеш тăрăхĕнче те çветке чупрĕç. Шавлă ача-пăча усал-тĕселе килтен хăваларĕ. Кăшарнинче вара сăваплă шыва кĕрсе чÿхенекенсем йышлă пулчĕç. Пиçенерте пурăнакансем ялти пĕвере ятарласа вак каснă. Пуçаруллисем Етĕрне районĕнчи Советскинчи чиркÿ пачăшкине илсе килсе кĕлĕ вулаттарнă, пĕвери шыва çветтит тутарнă. Чи малтан Деомид Алякин, Надежда Николаева, Сергей Иванов шыва кĕрсе тухнă. Чи çамрăк шыва кĕрекен Шĕмшешри вăтам шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Саша Николаев пулнă. Арçын ача пĕр шиксĕрех ашшĕ-амăшĕ хыççăн сăваплă шывра чÿхеннĕ. Кăшарнире Пиçенерте 30 çынна яхăн шыва кĕнĕ. Кивуйĕнче те Сергей Волков вак кастарнă пĕвере 20-ĕн чÿхенсе тухнă.

И.ИВАНОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика