14 декабря 2013 г.
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче лăсăллă йывăçсене саккуна пăхăнмасăр касакансемпе кĕрешме тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пуçланă. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен лесничество тата право хуралĕн ĕçченĕсем лăсăллă йывăçсем ÿсекен вырăнсенче талăкĕпех дежурство йĕркелеççĕ.
Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем çеç чăрăшсене сутма е хатĕрлеме пултараççĕ. Саккуна пăхăнмасăр йывăç каснăшăн административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Тĕслĕхрен, хыр е чăрăш каснăшăн е амантнăшăн уйрăм çынсене 3-3,5 пин тенкĕ, должноçрисене – 20-30 пин тенкĕ, юридици вăйĕнчисене 50-100 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Штраф тÿленипе пĕрлех вăрмана сиен кÿнине те саплаштарма тивет. Унпа пĕрлех вăрман сăтăрçине, енчен те вăл чăрăша касса 5 пин тенкĕ таран сиен кÿрсен, уголовлă майпа айăплама та ирĕк пур.
ЧР Çут çанталăк министерстви.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета