08 ноября 2013 г.
Юлашки çулсенче яшсем хушшинче салтака хăйсен ирĕкĕпех каясси палăрмаллах вăй
илчĕ. Çак тивĕçе ячĕшĕн çеç мар, тулли кăмăлпа пурнăçлас тĕллевлисем уйрăмах
нумай. Пулас салтаксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшаççĕ, физкультурăпа та
туслашаççĕ. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче 1987-1996 çулсенче çуралнă 50 каччă çар учетĕнче
тăраççĕ. Вĕсенчен 15-шне кĕрхи призыва чĕнтернĕ. Пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр
тухнă. Пĕрисене сывлăха çирĕплетме, вĕренĕве вĕçлеме вăхăтлăха отсрочка панă
пулсан, çиччĕшĕ алла повестка илнĕ.
Мăн Ямашри Николай Лаврентьев, Дмитрий Савельев, Çĕнушкăньри Василий Мазилов,
шкул кăçал çеç пĕтернĕ Пиçенерти Вячеслав Николаев, Яккушкăньри Владимир
Сидоров, Шĕмшешри Алексей Иванов хĕсмете ăсанĕç.
Çартан тарса çÿрекенсем иккĕн шутланаççĕ.
Н. ЩЕВКИНА,
çар учечĕпе ĕçлекен специалист.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета