Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыва хÿтĕлеме хатĕр

23 октября 2013 г.

Иртнĕ эрнере Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексĕнче призывниксен кунĕ иртрĕ.
Салтака кайма юрăхлисем, сывлăх енчен çирĕпписем пурĕ вун иккĕн пухăнчĕç.– Çар
ретне тăрасси кашни каччăн тивĕçĕ шутланать. Çавăнпа та сирĕн умри çак пысăк
çула утса тухма ырлăх-сывлăх, çирĕплĕхпе чăтăмлăх пултăр, – пулас салтаксене
ăнăçу сунчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов.

Кăçал пирĕн районтан 25 яша çара илеççĕ. Вĕсем призыв комиссийĕн тĕрĕслевĕ
витĕр тухнă ĕнтĕ.

– Службăра тăнă аттесемпе пиччесен тĕслĕхне ăша хывса пурăнма, çар службине
ăнăçлă ирттерме çирĕплĕх сунатăп, – каччăсене хавхалантарчĕ Чăваш Республикинчи
Çар ĕç комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Александр
Кочуров.

Николай иерей яшсене пиллерĕ, пĕчĕк турăшсем парнелерĕ.

Призывниксен кунне халалласа Элĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсем ташăсем
ташларĕç, юрăсем юрларĕç.

Тăван çĕр-шывăн пулас хÿтĕлевçисем кире пуканĕсем йăтассипе, турник çинче
туртăнассипе, вырăнтан инçĕшне сикессипе ăмăртрĕç тата 400 метра чупрĕç. Чăваш
Сурăм ял тăрăхĕнчи кăçал çеç Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă
Александр Орлов пуринчен нумай очко пухрĕ, мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Шĕмшеш ял
тăрăхĕнчи Алексей Иванов çĕнсе илчĕ. Мăн Вылă ялĕнчи Юрий Краснов виççĕмĕш
вырăна йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотипе тата парнесемпе чысларĕç.

В.НИКИФОРОВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика