Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлмалла савăнтарчĕç

23 октября 2013 г.

Ямашри кĕçĕн класри ачасене Ольга Григорьева, Нина Леонтьева, Галина
Максимова пĕлÿ параççĕ. Александр Павлов музыка учителĕ пурне те юрă-кĕвĕ
тĕнчипе паллаштарать. Шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлара.

Нумаях пулмасть вĕренекенсем ватăсене хăйсен пултарулăхĕпе тĕрлĕ енлĕ
савăнтарчĕç. 4-мĕш классем «Дедуля», 3-мĕшĕсем «Оладушки» юрăсем шăрантарчĕç,
2-мĕш классен шÿчĕсем пурне те кăмăла кайрĕç.

Кĕрхи бал уявĕ те асра юлчĕ. Лилиана Баринова, Лида Игнатьева илемлĕ тумсем
тăхăнса ятарлă сценарипе сцена çине тухрĕç. Сувенирсем тăвассипе Рома Баранов,
Кирилл Петров ăсталăхпа палăрчĕç. Даниил Игнатьев, Кирилл Григорьев, Кирилл
Максимов, Лилиана Баранова, Максим Зорин тутлă салатсем хатĕрлерĕç.

Г.МАКСИМОВА,

Мăн Ямаш шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика