Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курск пĕккинчи çапăçăва хутшăннă

11 сентября 2013 г.

Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Сергей Егоров 1924 çулхи юпа уйăхĕн
çиччĕмĕшĕнче çуралнă. 1939 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе
тухать. Пĕр хушă тăван колхозра ĕçлет. Хаяр вăрçă пуçлансан ăна 1943 çулта çар
ретне илеççĕ. Вăл 4-мĕш Украина фронтĕнче фашистсене хирĕç çапăçать. Ун чухне яш
19 çулта кăна пулнă-ха. Вĕсен çар полкне Курск хули патне илсе пыраççĕ. Кĕçех
питĕ хăрушă, асар-писер çапăçу пуçланса каять. Фашистсен Мускав çине кайма çул
уçма тĕллев пулнă. Анчах пирĕн танкистсем хăраса ÿкмен. Вăтам йывăрăшлĕ Т-34
совет çарĕн танкĕ çăмăллăн маневрсем тума пултарнă, фашистсене тĕл лектернĕ.
Çапăçура пирĕн çарсем çĕнтереççĕ. Сергей Егорова амантаççĕ, вăл госпитальте
выртса тухнă хыççăн каллех çапăçусенче пулать, тăван çĕр-шыва ирсĕр тăшмансенчен
тасатать. Паттăрлăх кăтартнăшăн С.Егорова «Отчественная война» орден тата
медальсем парса чыс тăваççĕ.

Çартан таврăнсан тăван колхозра ĕçлет, унтан Элĕк райповĕн лавккин
заведующийĕнче тимлет. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн ăна «Отличник советской
потребкооперации» хисеплĕ ята параççĕ.

Кăçалхи çурла уйăхĕ С.Егорова савăнăçлă самант парнеленĕ. Курск хули патĕнчи
çапăçу 70 çул тултарнă ятпа ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин ятран
çырупа чыс тунă, паттарлăх кăтартнăшăн тав тунă.

Анатолий

ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен канашĕн председателĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика