Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем кайсан та Этмен вăрçи асрах

31 мая 2013 г.

Шăп 100 çул каялла Етĕрне уесне кĕнĕ Шăмат вулăсĕнчи Мăн Этмен тăрăхĕнче
хресченсен пăлхавĕ çĕкленнĕ. Çак паллă пулăма халалласа Элĕкри культурăпа кану
центĕнче республикăри наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Тĕп хуларан килнĕ хăнасем культура центрĕнче, районти литературăпа краеведени
музейĕнче пулчĕç, Столыпинăн аграри реформине тата Этмен вăрçине халалланă
куравсемпе паллашрĕç. Чи малтанах вырăнти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем «Этмен
вăрçи» театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Хыççăн конференци пуçланчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев
пухăннисене Этмен вăрçи историри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртрĕ.
Л.Ефимов ăсчах Этмен вăрçи çинчен нумай материал пухнă. «Пĕрремĕш революци
вăхăтĕнче патша правительстви хресченсен пăлхавĕсене хирĕç кĕрешме тĕрлĕ меслет
шыранă. Вĕсенчен пĕри Столыпинăн çĕр ĕç политики шутланнă. Унăн указне
хресченсенчен ытларах пайĕ килĕштермен, çавăнпа та çине-çинех пăлхав çĕкленнĕ»,
– терĕ Лев Архипович.

Вăл каланă тăрăх, ку тĕлĕшпе Этмен вăрçи уйрăмах палăрнă. Етĕрне уесĕнчи
Шăмат вулăсне кĕнĕ вун-вун ял çынни ят çĕрсене хăйĕн харпăрлăхĕ туса çирĕплетме
йышăннă, ытларахăшĕ община çĕрне пайлаттарма килĕшмен. Çу уйăхĕн варринче Мăн
Этмен тăрăхне чылай ялтан пухăннă, полицейскийсемпе стражниксен ушкăнне халăх
çĕрне виçсе пайлама ирĕк паман. Стражниксем вĕсене хĕнеме тата пăшалтан пеме
пуçланă. Вилекенсем те, аманакансем те пулнă. Пăлхава пусарсан хăш-пĕр çынсене
тĕрмене хупнă.

Докладчик хыççăн тухса калаçакансем Этмен вăрçи халăхра ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр
хăварнине палăртрĕç.

Конференцине хутшăнакансем Этмен вăрçи тухнă вырăнта пулчĕç, пĕр ĕмĕр каялла
иртнĕ пăлхав çинчен аса илтерекен палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика