Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăксене – стипенди

03 июля 2013 г.

Çамрăксен патшалăх политикине пурнăçа кĕртме хастар хутшăннăшăн кашни çулах пултаруллă çамрăксене район администрацийĕн Пуçлăхĕн стипендине (1000 тенкĕ) 11 çын тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем: Таисия Валерьевна Архипова – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Элĕк шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен; Марина Владимировна Федорова – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Тавăт шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен; Вера Владимировна Терентьева – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Элĕк шкулĕнчи социаллă педагог; Елена Алексеевна Миронова – Элĕкри 2-мĕш номерлĕ «Хĕвел» ача-пăча садĕнчи воспитателе пулăшакан; Валентина Ливерьевна Убасева – Ураскилт шкулĕнчи тренер; Максим Юрьевич Егоров – Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Инна Юрьевна Никонорова – районти тĕп больницăри çамрăксен канашĕн председателĕ; Илья Иванович Михайлов – «Витязь» тулли мар яваплă общество доярĕ; Алена Геннадьевна Иванова – Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Иван Васильевич Нестеров – Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Алексей Валерьевич Сергеев – ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ. Район администрацийĕн Пуçлăхĕн пĕр вăхăтлăх стипендийĕн свидетельствине çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти Çамрăксен уявĕнче панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика