Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стажа шута илеççĕ

12 августа 2013 г.

Саккунпа килĕшÿллĕн 2011 çултан больницăра сипленнĕ тапхăршăн шалу тÿленĕ
чухне çыннăн ĕç стажне шута илеççĕ. Ултă уйăхран пилĕк çул таран ĕçленĕ
граждансен шалăвĕн 60 процентне илме ирĕк пур, пилĕк çултан сакăр çул пулсан –
80 процентне, сакăр çултан ытларах-тăк – 100 процентне. Çавăн пекех 24 уйăхри
(730 кун) вăтам ĕç укçине те пăхаççĕ. Енчен те эсир кăçал чирленĕ пулсан
2011-2012 çулхи тупăша шута илеççĕ. Ĕç вырăнне улăштарсан малтанхи организацие
кайса справка илмелле пулать. Асăннă документра пур тупăша та, вăл шутра преми
суммине те, кăтартма тивĕç. Сипленнĕ тапхăршăн тÿлеме ĕç укçин лимитне уйăрнă.
Унăн сумми кашни çул улшăнать.

Ача 10 кунран ытла чирлесен усси çук. Ĕç стажĕ те пулăшмасть. Малтанхи вунă
куна пĕтĕмĕшле правилăсене пăхса шутлаççĕ. Унтан пĕр кунхи вăтам шалун 50
процентне кăна тÿлеççĕ.

Суранпа çыхăннă больница хучĕсене яланхи йĕркепе тÿлеççĕ, анчах инкек
производствăра пулсан ĕç стажне пăхмаççĕ. Кун пек чухне пособи виçи 100
процентпа танлашать. Ĕç вăхăтĕнче е тăхтавра илнĕ суран производствăри
шутланать. Ĕçчен предприяти е организаци территорийĕнчен ĕçпе тухнă-тăк инкек
ăçта пулса иртнине (предприятире е ун тулашĕнче) шута илмеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика