01 декабря 2012 г.
Уй-хирте хĕрÿ тапхăр вĕçленнĕ пулин те ял çынни ĕçрен пушаннă теме çук. Хуçалăх ĕçченĕсем çĕнĕ тырра аласа тасатассипе, ăна кондицие çитерессипе ĕçлеççĕ. «Рабия» хуçалăхăн Шĕмшеш уйрăмĕнче те ку енĕпе ятарласа ушкăн йĕркеленĕ. Çичĕ çын куллен йĕтем çинчен татăлмаççĕ.
– Халĕ çурхи тулă алассипе ĕçлетпĕр. Пурĕ 40 тонна тасатмалла, – пĕлтерет Зоя Семеновна бригадир-кладовщик. – Вăрлăх çителĕклех, сутлăх та пур.
Вăрлăх турттарнă çĕрте Александр Миронов водитель тăрăшуллă. Хастар çамрăк техникăна юсавлă тытать, ĕçе Лутра Пакăш ялĕнчен çÿрет. Вăрлăхлăх тырă аланă çĕрте Николай Никитин машинистăн тÿпи те пысăк. Вăл сортировкăна пĕр тикĕс ĕçлеттеретИсточник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета