Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх алаççĕ

13 марта 2013 г.

айонти хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлес ĕç сарăлсах пырать. Çур аки валли пурĕ 21710 центнер кирлĕ пулсан, пĕтĕмĕшпех тĕрĕслев витĕр кăлартăмăр. Çав шутран 11150 центнер (51 процент) кондицие ларни палăрчĕ.

Лайăххине асăнма та кăмăллă. Хураварти С.Терентьев, Тавăтри С.Егоров, Эренарти А.Петров хресчен-фермерсем мĕн пур вăрлăха ака стандартне çитерчĕç.

«Витязь» обществăра та акмалли тырăсен пахалăхĕ лайăх. «Правда» обществăра мĕн пур вăрлăха аласа пĕтерчĕç, кондицилли – 90 процент. «Рабия» хуçалăхра паха вăрлăхшăн çине тăрсах ĕçлеççĕ, 2600 центнер тĕш тырăсен шăтаслăхĕ, нÿрĕлĕхĕ, тасалăхĕ те аван. «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 1250 центнер вăрлăх хатĕрленĕ, иртнĕ кунсенче 500 центнерне аласа кондицие çитерчĕç. Çак кунсенче «Алмаз», «Колос» обществăсем те вăрлăх алассине йĕркелесе ячĕç.

Л.АНДРЕЕВА,

РФ ял хуçалăх центрĕн Элĕкри

уйрăмĕн специалисчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика