Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш – ăста тренер

11 августа 2012 г.

Лондонра иртекен çуллахи Олимп вăййисемпе пĕтĕм çĕршывĕпех, Чăваш Ен, пирĕн район çыннисем те интересленеççĕ. Чăваш Енĕн паллă тренерĕн Михаил Кузнецовăн воспитанникĕсем кăçалхи Олимпиадăра икĕ медаль çĕнсе илнĕ. Татьяна Архипова марафонра бронза медале тивĕçнĕ хыççăн Волгоград облаçĕнче çуралнă Юлия Зарипова вара 3000 метра чăрмавсемпе чупассипе мала тухнă. Михаил Кузнецовăн тепĕр спортсменки Елена Наговицына та 5000 метр чупассипе финала кĕнĕ.Пирĕн мухтавлă ентеш Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ. М.Кузнецов хатĕрленĕ спортсменсенчен Олимп наградисене тивĕçме пултарнисем хальлĕхе тăваттăн. Çÿлте асăннисемсĕр пуçне 1992 çулхи Барселонри вăйăсенче Михаил Павлович воспитанникĕ Валентина Егорова марафон чупăвĕнче ылтăн медаль илнĕ. Тăватă çул каялла вара Атлантран вăлах тренера «кĕмĕл» килсе панă.

Михаил Павлович Кузнецов çинчен вулакансене пĕлтерме те кăмăллă. Вăл 1955 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пирĕн районти Яккушкăнь ялĕнче çуралнă. Тренер, çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ (1977). Хăвăрт утас енĕпе Чăваш Ен чемпионĕ тата Раççей чемпионачĕн призерĕ (1975). Шупашкарти çамрăксен спорт шкулĕнчен, Волгоградри физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă (1979). А.В.Игнатьев ячĕллĕ республикăри пысăк ăсталăхлă спорт шкулĕнче тренер-преподавательте ĕçлет. Пысăк квалификациллĕ 20 ытла спортсмен хатĕрленĕ, вĕсен шутĕнче Олимп вăййисен чемпионки В.М. Егорова, Европа первенствин çĕнтерÿçи О.В.Романова, Европа тата тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медаль призерĕ Т.В. Петрова. Михаил Кузнецов – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ (1991), Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1991), СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ (1992), Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993).

Михаил Павлович Чăваш Енĕн чи вăйлă тренерĕ пулнине çулленех çирĕплетет. Унăн ятне Раççей спорчĕн историне кăна мар, тĕнче спорчĕн историне те ылтăн саспаллисемпе çырса хунă.

Паянхи номерте М.Романов «Чăваш Ен спорт» портала панă интервьюна кĕскен пичетлетпĕр.

– 3000 метра чăрмавсемпе чупасси халĕ сирĕншĕн чăн-чăн специализаци. Çăмăл атлетикăн ытти енĕсемпе ĕçсем еплерех;

– Марафонецсене хатĕрлессипе ĕçлекен тренер эпĕ. 3000 вăхăтпа пĕрле килчĕ.

– Михаил Павлович, эсир пурнăçра сахал мар ĕç тунă. Миçе чемпион хатĕрлерĕр; Хăвăр ÿсĕмĕн вăрттăнлăхне пĕлтерĕр-ха.

– Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ – тренер тата спортсмен ĕçе юратни, пĕр-пĕрне ăнланни. Ăнланулăх пулмасан, 2 процент та пулин, ÿсĕм кĕтме йывăр.

– Эсир тăтăшах хĕр-спортсменсемпе хутшăнатăр. Вĕсен психологине пĕтĕмпех пĕлсе çитрĕр пулĕ.

– Эпĕ, паллах, пĕтĕмпех пĕлсе çитейместĕп. Мĕншĕн тесен кашнин хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Анчах та кампа мĕнле калаçмаллине пĕлетĕп. Хамăн спортсменсем пирки çакна калама пултаратăп – вĕсем ăмăртусене кайнă чухне манран мĕнле кăтарту тума пултарассине ыйтаççĕ. Чăнах та, эпĕ вĕсен ÿсĕмне туйса тăратăп, кăшт кăна йăнăшатăп.

– Тренер ĕç-хĕлне мĕншĕн кÿлĕнес терĕр-ха;

– 80-мĕш çулсенче эпĕ хăвăрт утассине алла илтĕм, спорт мастерĕ пулса тăтăм, трактор заводĕнче тренер ĕçне тытăнтăм. Хыççăн Хусанта аслă пĕлÿ илтĕм. Çитĕнÿсем вара 8-10 çултан килчĕç. Пĕрремĕш ÿсĕм – 1990 çул, Валентина Егорова пĕрремĕш хут Европа чемпионатĕнче иккĕмĕшĕ пулчĕ. Вăлах 1992 çулта Барселонри марафон чупăвĕнче Олимп чемпионки пулса тăчĕ. Çавăн хыççăн кашни çулах мĕнле те пулин çĕршыв стадионĕнче тăма, кĕрешĕве хатĕрленме тивет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика