Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти пĕрремĕш фермер пуçа усмасть

01 августа 2012 г.

– Çывăхри уйра авă техника шавĕ тăрать. Мăшăрăм ĕçлет унта. Çĕре мотоблокпа кăпкалатать. Икĕ пай çĕр лаптăкĕнче – 3,6 гектар çинче ытларах утă туса илетпĕр, – терĕ Альбина Андреева.

Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕнчи Вадим Михайлов пай çĕрне харпăрлăха илессине пуринчен те малтан вĕçленĕ. Паллах, çĕртен тупăш илес тĕллевпе. Хресчен-фермер пуласси питех те яваплă ĕç пулассине малтанах пĕлнĕ хĕрĕхрен иртнĕ арçын. Çав хушăрах ялта çĕнĕлле ĕçлемесĕр малалла кайма май çуккине те ăнланнă.

Вадим Михайлов пирки унăн кÿрши Тамара Григорьева çапла каласа пачĕ.

– Вадимăн ашшĕпе амăшĕ Мускав облаçне кайса тĕпленчĕç. Ачисем те унтах ÿсрĕç. Вадим каникул вăхăтĕнче яланах аслашшĕ патне килетчĕ, ăна пулăшатчĕ. Килĕштерчĕ вăл ял пурнăçне. Каччă пÿне çитсен салтака кайрĕ. Тинĕс-Çар флотĕнче службăра виçĕ çул пулчĕ. Хыççăн ялах таврăнчĕ, – терĕ.

Хулара çитĕннĕ яш малтанах алла кĕрепле-сенĕк, пуртă-пăчкă та тытма пĕлмен. Чăвашла та уçăмлах калаçайман. Халĕ авă пăх та кур: ялти пĕрремĕш фермер пулса тăнă Вадим Михайлов. Анчах унăн ĕçĕнче чăрмавсем те сахал мар. Çĕр илнипех лăпланса лараймăн-çке, техника та кирлĕ. Вадим Борисовичăн вара хальлĕхе мотоблокпах çырлахма тивет. Кредитпа туяннă ăна, пĕтĕм хатĕрĕсемпе пĕрле 70 пин тенке ларнă.

Тĕш тырă, ытти культурăсем туса илессипе те ĕçлеме ĕмĕтленет фермер. Анчах трактор, ытти ял хуçалăх машинисем илмесĕр çавна пурнăçлама май çуккине те ăнланать. Самаях пысăк лаптăкра курăксем акса утă хатĕрлени усăсăр мар. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ мăшăрсем. Сăвакан ĕнесем виççĕ. Вĕсене аппаратпа сăвассине кил хуçи хăй çине илнĕ. Сĕтне леçсе параканни – Альбина Ивановна. Вăл, Етĕрне районĕнчи Хĕрлĕ Çыр ялĕнче çуралса ÿснĕскер, ĕç биографине Шупашкарта пуçланă. Пир-авăр комбинатĕнчи цехра тăрăшсах вăй хунă. Хула пурнăçĕ те килĕшнĕ хĕре. Шăпи урăхла тухнă пулсан мĕн тăвăн-ха; Альбина Шуркасси-Этменти Вадима качча тухнăранпа çирĕм пĕр çул та çитнĕ.

Сысна ĕрчетессипе те ĕçлеççĕ мăшăрсем. Амасене çăвăрлаттарассине йĕркеленĕ. Альбина Ивановнăпа Вадим Борисовичăн сад-пахчинче вĕлле хурчĕсем те сĕрлеççĕ. Вĕллесен йышне, пыл илессине те ÿстерсех пыраççĕ вĕсем. Ачисене ĕçе хăнăхтарассине те мала хураççĕ.

Вадим Борисович хăйне кулленхи пурнăçĕнче Турă пулăшасса та шанать, чиркĕве кĕлĕсене хаваспах çÿрет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика