Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтав сана, уй-хир ĕçченĕ

15 июня 2012 г.

Татмăш вăрманĕн уçланкине халăх килсех тăрать. Лавккасемпе уйрăм çынсем ăмăртсах суту-илÿ тăваççĕ. Ял тăрăхĕсем вара ал ĕç пултарулăхне кăтартакан куравсем – «хăна килĕсем» йĕркеленĕ. Кашни интереслĕ те пуян.

Уçланкăра илемлĕ кĕвĕ-юрă янăрать. Сцена çине наци çи-пуçне тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем тухаççĕ. Вĕсем ял çыннин тĕрлĕ тапхăрти пурнăçне сăнласа параççĕ. Ун хыççăн уяв программине ертсе пыракан тухать те район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен ертÿçисене, хăнасене сцена çине чĕнет. Йĕркелÿ комитечĕн председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерет. Ĕçре палăрнисем ялав çĕклеççĕ. Республика гимнĕ янăрать.

Район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ В. Дубинин уявпа ăшшăн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм сунчĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Куликов сăмах илет.

– Ял ĕçченĕсем кăçал çурхи ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçларĕç, – терĕ Александр Николаевич. – Тĕш тырăсене те, çĕр улмине те пĕлтĕрхинчен ытларах акса-лартса хăварнă. Хуçалăхсемпе фермерсем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе лайăх ĕçлеççĕ. Çынсем ĕç çине çĕнĕлле пăхни чăннипех те савăнтарать. Малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлессе шансах тăратăп.

Уява килнисене Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В. Андреева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ячĕпе ăшшăн саламларĕ, элĕксене правительство наградисемпе чысларĕ.

Педагогика ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Юнтапа шкулĕн учительне А. Красновăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе «Новый путь» хуçалăхри В. Александров водительпе кадрсен енĕпе ĕçлекен специалиста С. Максимовăна тата Волков фермер хуçалăхĕнчи А. Яковлев бригадира чысларĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри С. Степанова кладовщицăпа «Новый путь» хуçалăхри Н. Павлов слесарь пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатасси çинчен пĕлтерекен свидетельствăна тивĕçрĕç. А. Петров çамрăк фермер ĕçне йĕркелесе тата аталантарса яма 887520 тенкĕлĕх сертификат илчĕ.

Çамрăк боксера М. Максимова Раççей спорт мастерĕн удостоверенине сумлă хăнасем пачĕç. Л. Кононовпа Н. Сергеева «Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят панине пĕлтерчĕç, удостоверени тыттарчĕç. Çавăн пекех район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене ĕçре малта пыракансем тивĕçрĕç.

Хыççăн концерт программи пуçланчĕ. Юрă хыççăн юрă янăрарĕ уçланкăра. Уявра ялсенчи художество пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Чăваш эстрада юррисене шăрантаракансем те сцена çине тухрĕç.

Хăнасем ал ăстисен ĕçĕсемпе паллашрĕç, чăвашсен килти апат-çимĕçне ас тиврĕç.

Уявра спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. «Спорт хулинче» çамрăк боксерсем ринга тухрĕç, ял тăрăхĕсен командисем волейболла вылярĕç, пневматика винтовкисенчен печĕç, канат туртрĕç. Ытти вăйăсем те иртрĕç. Акă волейбол вăййинче райпо команди 1-мĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна «Авангард» хуçалăх команди, виççĕмĕшне Ехремкасси ял тăрăхĕн çамрăкĕсем йышăнчĕç.

Каруççелĕ те çаврăнчĕ. Ун патĕнчен тĕрлĕ çулсенчисем уйрăлмарĕç.

Район çыннисемшĕн «Акатуй-2012» савăнăçлă та çĕкленÿллĕ иртрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика