Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрарĕ çамрăк юрăçсен юрри

30 мая 2012 г.

Элĕк салинче иртнĕ регионсем хушшинчи чăваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» фестивалĕ кăçал та çамрăк талантсене тупса палăртрĕ.

Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи сцена çинче юрă хыççăн юрă янăрарĕ. Фестивале Элĕк, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне, Елчĕк, Шупашкар районĕсенчен килнĕ юрăçсем хутшăнчĕç, çавăн пекех Саратов облаçĕпе Красноярск хулинчи пултарулăх çыннисене те курма май пулчĕ.

Фестивале хутшăнакансене тата хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, ЧР халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ В.Бондарев, фестиваль пуçаруçи, халĕ Шупашкарти трактор музейĕн директорĕнче ĕçлекен А.Сергеев ăшшăн саламларĕç.

Жюри членĕсем юрăçсене тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Елчĕк районĕнчен килнĕ Татьяна Осипова Гран-прие тивĕçрĕ. «Чи лайăх вокалист» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ диплома Шупашкар районĕнчи Евгений Николаев çĕнсе илчĕ. Элĕк районĕнчи Вероника Дмитриевапа Эльза Ильина та çак номинацире дипломлă пулса тăчĕç. «Наци культурине сыхласа хăварасси» номинацире Саратов облаçĕнчи Андрей Анисимов çĕнтерчĕ. Ытти номинаци çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Шупашкар районĕнчи Кристина Самойлова фестивалĕн чи çамрăк юрăçи пулчĕ.

Чăваш эстрада юрăçисем Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Светлана Печникова, Александр Самсонов, Тамара Ишмуратова, Денис Пугач тата ыттисем хăйсен ытарайми сассисемпе куракансене тыткăнларĕç. Фестиваль, ытти çулсенчи пекех, фейерверкпа вĕçленчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика