Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕ ачисемшĕн пурăнать

02 июня 2012 г.

Яра куна сая ярас мар тесе Валентина Орендеева та çĕр ĕçĕпе аппланама хăй пахчине тухнă. Ĕçлет те кăшт канса илет, пилĕке тÿрлетес тесе кĕреçи çине таянса тăрать. «Халĕ çамрăках мар çав. Ăçта-ши вĕсем, ывăнма пĕлми чупса ĕçленĕ вăхăтсем», – тет вăл.Ултă теçеткерен иртнĕскер пĕчченех пурăнать. Кун пек чух кам çине шанса ларăн, пĕтĕм ĕçех хăйĕнех пурнăçлама тивет. Валентина Степановна ÿркенсе тăмасть, пĕтĕм çимĕçе туса илет. Кĕркунне вĕсенчен тĕрлĕ салат, маринад хатĕрлет.

Валентина Орендеевăн ачисем пиллĕкĕн. Пурте тăван килтен аякра, çемьеллĕ. Ачисене сывă пăхса ÿстерессишĕн, професси илме пулăшассишĕн Алексей Антоновичпа Валентина Степановна вăй-хала шеллемен, пĕр вĕсемшĕн кăна тăрăшнă, пĕтĕмпех çителĕклĕ пултăр тесе хыпкаланнă. Халĕ авă вĕсем пурте пурнăç сукмакне хывнă. Мăшăрĕ çемье пуçлăхĕн тивĕçне кирлĕ пекех пурнăçласа пынă. Юратсах пĕрлешнĕ-ха Сурăмпуç Шĕмшеш каччипе Ишпарайкка хĕрĕ.

Мăшăрсем пирки сăмах пуçарсан çÿпçи çине хупăлчĕ теме пăхаççĕ. Вальăпа Алеша иккĕшĕ те хура-шур курса ÿснĕ те тÿрех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ.

– Мăшăрăм Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăватă çул тăнă. Çартан таврăннипе пĕрлех автомашина шанса панă ăна. Пушкин ячĕллĕ, «Шумшевашский» хуçалăхсенче тĕрлĕ груз турттарнă, – ăшшăн аса илчĕ çывăх çыннине Валентина Степановна.

Кулленхи çăмăл мар ĕçĕ кил хуçин сывлăхне хавшатнă. Виççĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса юлать Алексей Орендеев. Хыççăн йывăр чире кайнă та сывалайман, утмăл иккĕрех ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Валентина Степановна вара ачисемшĕн амăшĕ кăна мар, ашшĕ вырăнĕнче те.

– Аттене, вăрçăран аманса таврăннăскере, колхоз председательне лартнă. Шел, нумаях пурăнаймарĕ çав. Эпĕ вун иккĕре, Тамара йăмăкăм çиччĕре çурма тăлăха юлтăмăр, – хурланчĕ Валентина Орендеева.

Вăл вун тăваттăрах фермăна кайса кĕрет. Малтанах пăрусем пăхнă, хыççăн – нумай çул дояркăра вăй хунă.

Валентина Степановнăн пÿрт ăшчиккинче тирпейлĕ. Куршаксем çинче тĕрлĕ чечексем ешереççĕ. Роза, пальма текеннисем вара пÿлĕме пушшех те илем кÿреççĕ. Пÿртне мăшăрĕпе пĕрле çĕкленĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те тытать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика