Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

02 июня 2012 г.

Мускавра тар кăларса ĕçлесе киле таврăнсан шăм-шака кантармалла самаях «çуттине» сыпаççĕ арçынсем. Эрехе ăша ярсан çăмăлттайлăх ÿсет, шиклĕх туйăмĕ чакать.

Мăн Этменти Александр Л. та юлашки çулсенче пĕлĕшĕсемпе «шапашкăна» тухса çÿренĕ. Иртнĕ кунсенче вăрăм çула усăллă кайса килнине пĕве хĕрринче паллă тума шутланă арçынсем. 1971 çулта çуралнăскерĕн шыва кĕрсе тухас шухăш çуралнă. Çавăнпа та Александр шыва чăмнă. Пĕве варринелле ишсе кайнă. Кĕçех эрех сыпкаланăскере шăнăр туртса лартнă. Çывăхра пулнă юлташĕсем те пулăшу парса ĕлкĕреймен, шыва путнă. Çу уйăхĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче Александрăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика