Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яра куна тырă вырнă

04 мая 2012 г.

Ачалăхăм Лутра Пакăш ялĕнче иртрĕ. Пурнăçĕ çăтмах марччĕ. Çавах та вылянă та кулнă эпир. Вун пĕр çула çитнĕччĕ кăна – сасартăк ырă мар хыпар: вăрçă тухнă!Самана тăруках улшăнчĕ. Ялта хĕрарăмсемпе ачасем тата ватă çынсем çеç юлчĕç. Колхозра иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех ĕçлетчĕç. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă. Лашасене вăрçа илсе кайса пĕтерчĕç, вăкăрсемпе ĕнесем кÿлсе ĕçлетчĕç. Хĕлĕпех авăн çапатчĕç. Çав ĕçрен эпир, ачасем те, уйрăлман. Анне ир-ирех вăрататчĕ те тырă вырма илсе каятчĕ. Яра куна пуç çĕклемесĕр ĕçлеттĕмĕр. Хастарлăха пула звеньевоя суйларĕç. Яваплăха туйсах тăраттăм, кашнин ĕçне шута илеттĕм.

Каласан ĕненмелле мар пек те, эпĕ вунă çултан иртсенех вăрман ĕçлеме те çÿренĕ. Пире, çамрăкраххисене, турат иртме шанатчĕç. Пĕр кунхине ĕмĕрлĕхех суранлантăм. Йывăç çапнипе хăрах куç курми пулчĕ.

Вăрмантан вăкăрпа вутă турттарнине те манаймастăп. Çул çинче хăрама та пĕлмен. Вăкăрсемпе Вăрнара е Çĕмĕрлене çити тырă та леçнĕ. Пĕр çулхине пирĕн çемье тырă 36 пăт ĕçлесе илнĕччĕ, 3-шĕ кăна хамăра тивĕçрĕ, ыттине йăлтах фронтри салтаксене валли ăсатрăмăр.

Ачалăхăм йывăр ĕçрех иртрĕ. Шкулта ултă класран мала вĕренеймерĕм. Ĕçре пиçĕхсе хĕр шутне те кĕтĕм. Евчĕ пулăшнипе вун тăхăр çула çитсен Сурăмпуç Шĕмшеш ялне качча тухрăм. Яков Тихоновпа пĕрлешсе пурнăç тытрăмăр. Мăшăрăм нумай çул Элеккенушкăньри паркра инженер, механик, трактор бригадин бригадирĕ те пулчĕ. Упăшкапа иксĕмĕр тăхăр ача çуратса пăхса ÿстертĕмĕр. Эпĕ Пушкин ячĕллĕ хуçалăх ĕçĕсенчен татăлман.

Иртнĕ йывăр кунсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Ачасем те ÿссе çитĕнсе хăйсен вырăнĕсене тупрĕç. Тăван çĕршывăмăр пире, ветерансене, тивĕçлипе хаклать. Мана, тăлăх арăма, тĕп хуламăрта хваттер пачĕç. Сакăр вун виçĕ çула кайнă май, сывлăхăм хавшарĕ, вăй-хал та чакрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика