Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрре курсах килĕштернĕ

16 мая 2012 г.

– Мăшăрăм, тĕпелтен тух-ха, пирĕн пата хăнасем килнĕ. Атя, кĕтсе илер пĕрле, – хавасланса тухрĕ пире хирĕç О.Пугачева.Вăл тарават пулни пĕрре курсах палăрчĕ.

Ольгăпа Владимир Пугачевсем Шĕмшешре пурăнаççĕ. Вĕсем 1957 çултанпах çемье ăшшине пĕрле тытса пыраççĕ. Ольга Егоровна 1936 çулта Сурăмпуç ялĕнче çуралнă. Унтах ÿссе çитĕннĕ. Владимир Иванович вара 1933 çулхи май уйăхĕнче Шĕмшешрех çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне виçĕ хутчен курнă хыççăн çемье çавăрнă. Владимир Иванович Пугачев ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренсе тухнă. Хуçалăхра ĕçе пуçланă. Ольга Егоровнăн ашшĕ вара трактористра тăрăшнă. Хĕр çывăх çынни патне час-часах ĕçе çÿренĕ. Акă пĕррехинче çамрăк агроном хитрескере асăрхать. Пĕрре курсах килĕштерсе пăрахать. Куç хывнă Ольгăна ютта парас килмен. Хăйĕн мăшăрĕ пулмашкăн виççĕмĕш тĕл пулу хыççăнах ыйтнă. Çапла çуралнă Пугачевсен çемйи.

Сакăр вунă çула çывхаракан Владимир Пугачев вунă çул агрономра вăй хунă. Çамрăк чух пур ĕçе те тутанса пăхас килет. Уйрăмах çын чун туртнă профессиех суйласа илме тăрăшать. Агроном ачасене шкулта вĕрентме шутлать. Ĕмĕтленни пурнăçланать. Çамрăк биологи ăслăлăхĕпе ачасене паллаштарать. Шкулта ачасене пĕлÿ панă вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Владимир Пугачев чылай çул учительте тăрăшать. Вăтăр пиллĕк çул вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр пиллĕк çул ачасенчен уйрăлмасть-ха вăл.

Унăн юратнă мăшăрĕ, Ольга Егоровна, библиотекăра нумай çул ĕçленĕ. 1964 çулта Шĕмшеш шкулĕнчи вулавăша куçнă. Пиллĕк çул каялла çеç ĕçрен пăрахнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та библиотекарьте чылай çул тăрăшнă.

– Кĕнекесем вулама питĕ юрататтăмччĕ. Çĕннисене вуламасăр хăварман. Ачасемшĕн тĕслĕх пулма тăрăшаттăм, – аса илчĕ Ольга Егоровна ĕç ветеранĕ.

Мăшăрсен çулĕсем пур пулин те килте картара выльăх-чĕрлĕх усрама пăрахман. Ĕне, вăкăр, чăх-чĕп, сурăхсем тытаççĕ. Ольгăпа Владимир Пугачевсем пурĕ виçĕ ачана çуратса ÿстернĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Кашниех çемьеллĕ, килти йăваран аяккалла саланнă. Юрий ывăлĕ çеç ашшĕ-амăшĕ çывăхĕнче.

– Эпир мăшăрпа питĕ туслă пурăнатпăр. Нихăçан та хирĕçмен, – пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика