Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси ÿсрĕ

04 апреля 2012 г.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен уйăхсерен тÿлекен пур пенси те, социаллă тÿлев те ÿсни çинчен пĕлтерет. Çул çитнипе, сусăрланнипе, çемьене тăрантаракан вилнипе паракан пенсин страховани пайĕ 3,41 процент ÿсет. Кăçалхи февраль уйăхĕнче пенсие 7 процент ÿстернине шута илсен, çулталăк пуçланнăранпа унăн шайĕ 10,65 процент ÿсĕ. Çавăн пекех социаллă пенсисем, инвалидсемпе вăрçă участникĕсене, пуçĕсене хунă çар çыннисен ашшĕ-амăшне паракан иккĕмĕш пенси те, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ те, соцпакет хакĕ те 14,1 процент ÿсет. Ĕç пенсийĕсем вăтамран 300 тенкĕ ÿсĕç, 8775 тенкĕпе танлашĕç. Республикăри пенсионера пурăнма кирлĕ укçа шайĕнчен 2,1 хут пысăкрах пулĕ (вăл халĕ 4169 тенкĕпе танлашать).

Социаллă пенси 630 тенкĕ ÿсĕ, 5140 тенкĕпе танлашĕ. Икшер пенси илекен Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен пенсийĕ çумне 1548 тенкĕ хушăнĕ. Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен соцпакечĕ 795 тенкĕ те 88 пуспа танлашĕ. Çав шутран эмелсем илмелли пайĕ – 613 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ 94 тенкĕ те 83 пус, çул çÿрев пайĕ – 88 тенкĕ те 05 пус.

РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика