Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

28 марта 2012 г.

Нумаях пулмасть «Витязь» хуçалăхра пулса курма тÿр килчĕ.

Леонид Четриков ертсе пыракан хуçалăхра фермăсен ĕçĕ-хĕлне лайăх йĕркеленĕ. Ишпарайкăри ĕне фермине илес пулсассăн, унта ĕçсем япăх мар пулса пынине палăртмалла. Çулсерен выльăх-чĕрлĕх шучĕ ÿссе пынă. Юлашки вăхăтра вара фермăри йыш пĕчĕкленнĕ. Кунта икĕ доярка вăй хурать. Людмила Мамуткинăпа София Кириллова фермăра çичĕ-сакăр çул тăрăшса ĕçлеççĕ.

Темиçе çул каялла сысна ферми «Витязь» хуçалăхăн шутланнă. Халĕ вара ăна Мускав çынни хăй аллине илнĕ. А.Баласян тытса тăрать фермăна.

Пиçенерте вара лашасемпе сурăхсен ферми пур. Янаварсене Юрий Никифоров пăхать. Вăл вун тăватă çул çак ĕçрен уйрăлмасть.

Выльăхсене хĕл каçарма апат пĕлтĕр çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хĕл каçмашкăн сахал мар утă-улăмĕ, сенажĕ, тырри чылай кирлĕ. Улăм 80 тонна, утă – 160, сенаж 400 тонна янтăланă. Тырри те складра çителĕклĕ.

Фермăра ĕçлекенсене шалу вăхăтра тÿлеççĕ.

Ĕнесене, сурăхсене пăхакансен ĕçĕ çăмăл мар. Вĕсен яваплăхĕ питĕ пысăк. Сергей Сергеев, Анатолий Семенов ырми-канми ĕçлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе ÿсĕмсем те пур.

Ял хуçалăх ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем тăрăшсан, вăй хурсан çитĕнÿсем те пулаççĕ паллах.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика