21 января 2012 г.
Кăшарни – православи чиркĕвĕн уявĕсенчен пĕри. Ăна тĕне ĕненекенсем кашни çул январĕн 19-мĕшĕнче шыва сăвапланă йăла-йĕркепе тăваççĕ. Ку йăла-йĕркене Элĕк районĕнче те çирĕп пăхăнаççĕ. Элĕкре, Кивуйра, Шĕмшешре тата ытти ялсенче те çулленех вак касса шывра çăвăнаççĕ. Кăçал та ялсенче пурăнакансем пĕвесенче вак касса ку йăлана пурнăçларĕç. Хĕлле шыва кĕме пултаракансен хăюлăхĕ вара пурне те тĕлĕнтерчĕ.Çакна каламалла: чиркÿре сăваплантарнă таса шыв (святая вода) хăйне евĕрлĕ. Вăл чылай вăхăта пăсăлмасть тата çын организмне лайăх витĕм кÿрет. Кăшарни шывĕ те çавăн пек пахалăхлă. Ку вăл ăнсăртран мар, Кăшарни уявĕнче, январĕн 18-19-мĕш каçхине, Хĕвел, Çĕр тата пирĕн Галактикăн варри хăйне майлă вырнаçаççĕ. Вăл вăхăтри галактика вăйĕ пирĕн планетăри мĕн пур таса марлăха çуса ярать. Ун чухнехи шыв кĕлĕ вуланипех хăй сиплĕхне сыхласа хăварать теççĕ. Çавăнпа та Кăшарни шывне кашниех хаклать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета