Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кил-çурт çавăрнă

15 февраля 2012 г.

Ишпарайкка ялне çитсе кĕнĕ çĕрте çĕнĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри капмаррăн курăнса лараççĕ. Çĕнĕ урам (çапла ят панă ăна) çĕнелсех пырать. Çамрăк çемьесем кил-çурт çавăрнă кунта. Çавсенчен пĕри – Александровсен.

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен династийĕ теççĕ ку тăрăхра Александровсене. Ашшĕ, амăшĕ, вĕсен ачисем – пурте тенĕ пекех хуçалăхра ĕçленĕ. Кил хуçи, Михаил Александров, ырă тĕслĕх пулса тăнă çемьешĕн. Вăл пархатарлă ĕçĕпе чыс-хисепе тивĕçнĕ. Автомашина рульне хĕрĕх тăватă çул алăран яман. Сурăмпуç Шĕмшеш каччи водителе çарта вĕреннĕ иккен. Автомашинăпа çÿреме Грозный хулинче пуçланă. Салтак çипуçне хывнă Миша комсомол путевкипе Çурçĕр-Казахстан облаçне каять. Кунта тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕре хутшăнать. Хыççăн Етĕрнери автотранспорт предприятийĕ кĕтнĕ ăна. Кунта пилĕк-ултă çул вăй хунă хыççăн 1965 çулта тăван Пушкин ячĕллĕ хуçалăха чĕнсе илнĕ ăна. Хастар арçын вара кунта канлĕхне курман. Вăтăр виçĕ çул хушшинче темĕнле груз та турттарнă. Вăрмантан тухма пĕлмен, вутă, строительство материалĕсем илсе тухнă. Михайловскинчен хыр-чăрăш пĕренесемпе рейс хыççăн рейс тунă. Хуçалăхран янипе Тамбов облаçĕнче сахăр кăшманĕ кăларса турттарнă çĕре те хутшăннă вăл. Нумаях пулмасть çут тĕнчерен уйрăлнă Михаил Александрова ял-йышра халĕ лайăххипе кăна аса илеççĕ.

Ачисем те ашшĕ-амăшĕн ятне ямаççĕ. Вячеслав ывăлĕ Шупашкарта пурăнса пăхнă. Анчах чунĕ ялах туртăннă. Канмалли кунсенче яла таврăнсан каçсерен вăл савнă тусĕ патне васканă. Дина та тĕл пулăва чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ун чухне Калининăри училищĕре вĕреннĕ вăл, повар профессине алла илнĕ. Туйăмсен çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрма шутлаççĕ. Малтанах Дина хуçалăх столовăйĕнче тимлет, каярах упăшкипе пĕрле тĕрлĕ ĕçсене çÿрет. Яла пурăнма юлнишĕн çамрăк çемье ÿкĕнмест. Çĕнĕ кил-çуртри ырлăх-пурлăхне ÿстерсех пырассишĕн вăй-халне шеллемеççĕ вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ачисем те ÿссех пыни, кил-хуçалăхри ĕçсене хутшăнни шанăç кÿрет мăшăрсене.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика