Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕк энциклопедийĕ: малалли пулать

09 апреля 2011 г.

Элĕк районĕн хаклă та мухтавлă ывăл-хĕрĕсем, краеведсем, патриотсем! Элĕк энциклопедийĕн пĕрремĕш томĕ тухнăранпа çулталăк ытла иртрĕ ĕнтĕ. Пичетре те, пухусенче те кĕнекене хакласа тишкерÿсем турĕç. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательстви «Элĕк энциклопедине» 2009 çулта çырнă ĕçсем хушшинче Раççей шайĕнче иртекен Мускаври конкурса тăратни редколлеги членĕсене, статьясен авторĕсене мăнаçлăх туйăмĕ кÿрет, тăван районшăн татах та сумлăрах ĕçсем тума хистет.

Чăнах та, энциклопеди çырас ĕç укçаллă-шалуллă пулас тĕллеве мала хурса мар, чăваш халăхĕн ырă нимине манманни, çитĕнÿ патне илсе çитернине палăртма кăмăллă. Районпа ял администрацийĕсен пулăшăвĕ уйрăмах сумлă пулчĕ.

Энциклопеди çырас ĕçре йывăрлăхсем те, çитменлĕхсем те курăнкаларĕç, хăш-пĕр вырăнта йăнăшсем кайнине те асăрхарăмăр, уншăн вулакантан каçару ыйтатăп. Кĕнеке калăпăшĕпе хулăмланса кайнăран чылай материал энциклопедин пĕрремĕш томне кĕреймесĕр юлчĕ. Элĕк енĕн хăш-пĕр паллă çыннисем, историллĕ пулăмсем, культурăпа тĕн, ял уявĕсем, спорт, вĕрентÿ, суту-илÿ, сывлăха упрас ыйтусем, учрежденисемпе предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ, паллă вырăнсемпе палăксен историйĕсем тата ытти те. Çакна шута илсе çак кунсенче район администрацийĕпе район депутачĕсен Пухăвĕ Элĕк энциклопедийĕн малалли пайне кăларма йышăннă. 3 çынтан тăракан редакци канашĕ, 12 çынтан тăракан редакци коллегийĕ йĕркеленĕ. 2012 çулхи октябрь уйăхĕнче район никĕсленнĕренпе 85 çул çитет. Уяв тĕлне энциклопедин иккĕмĕш пайĕ тухни пуриншĕн те парне вырăннех пулĕ.

Редакци коллегийĕ ĕçе тытăнчĕ те ĕнтĕ, материалсем килме пуçларĕç. Çавна май кашни ял тăрăхĕнче энциклопеди активне тума сĕнесшĕн, унта вырăнти пултаруллă краеведсене кĕртсен вырăнлă пулĕ. Энциклопеди валли материалсем пухма учительсене, культура, медицина, ял ĕçченĕсене, ветерансемпе шкулта вĕренекенсене анлăн явăçтармалла. Çывăх вăхăтра энциклопеди валли материалсем пухас ыйтупа районта анлă лару пухма палăртнă. Энциклопеди валли пухнă материала çак адреспа çитермелле: Чăваш Сурăм сали, Л.А.Ефимов, e-mail sorma-lev@rambler.ru. Тел. 89050270297.

Сире пурсăра та энциклопедие кун çути курма пулăшнишĕн тав сăмахĕ калатăп. Эсир Элĕк энциклопедийĕн иккĕмĕш пайне кăларас ĕçре активлă пуласса шанас килет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика